Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун

 

1849Йытӑ калать тет: «Хӗлле пулсан шӑмӑран пӳрт тӑваттӑмччӗ, ҫулла пулсан пӑртан пӳрт тӑваттӑм».Йытӑ
1851Йытӑ куҫӗ тӗтӗм пӗлмен тет.Йытӑ
1852Йытӑ куҫне тӗтӗм тивмест.Йытӑ
1853Йытӑ мӑнтӑр пулсан хуҫине тапӑнать.Йытӑ
1854Йытӑ мӑнтӑр та, ҫиме юрамасть.Йытӑ
1856Йытӑ патака та вӗрет, патшана та вӗрет.Йытӑ
1855Йытӑ пӑтратиччен тӳсеймен тет.Йытӑ
1857Йытӑ самӑр та, пусма юрамасть.Йытӑ
1858Йытӑ сасси кашкӑра килӗшмен.Йытӑ
1859Йытӑ ҫӑварӗнчен шӑмма илеймӗн теҫҫӗ.Йытӑ
1860Йытӑ ҫӑварне аш кӗрсен каялла тухмасть.Йытӑ
1861Йытӑ ҫичӗ ҫура ҫӑвӑрласан та сӗтне суса ҫиме ҫук.Йытӑ
1862Йытӑ ҫук ҫӗрте сысна та вӗрет теҫҫӗ.Йытӑ
1863Йытӑ ҫури амӑшне пӑхман тет.Йытӑ
1864Йытӑ ҫыртнӑ чухне шеллесе ҫыртмасть.Йытӑ
1865Йытӑ та кил тӗлне пӗлет теҫҫӗ.Йытӑ
1866Йытӑ татӑк ӳкессе кӗтет, кушак сӗт тӑкӑнасса кӗтет.Йытӑ
1867Йытӑ тесен — ҫӑмӗ ҫук, этем тесен — сӑнӗ ҫук.Йытӑ
1868Йытӑ хӑй хӳри ҫине сысмасть.Йытӑ
1869Йытӑ хӳри шыва путсан тин ишме пуҫлать.Йытӑ
1870Йытӑ хырӑмне сар ҫу та юраман.Йытӑ
1871Йытӑ шӑмӑ кӑшлать, ҫук ҫын нушине кӑшлать.Йытӑ
1872Йытӑ шуйттана сиссе ҫӗрле вӗрет теҫҫӗ.Йытӑ
1874Йытӑ юлашкине мур та ҫимен.Йытӑ
1850Йытӑ-качака вӑрҫса паллашать.Йытӑ
1836Йытӑ: «Ачи-пӑчи нумай пултӑр, мана кашни патак парать», — тет, кушак: «Ачи-пӑчи пӗттӗрччӗ, ачи-пӑчи пулмасан хуҫа ытларах мана юратать», — тесе калать тет.Йытӑ
1875Йытӑлла пурнакан анчӑкла вилнӗ тет.Йытӑ
1878Йытӑна хӳри тӑрантарать.Йытӑ
1879Йытӑпа арҫын ялан кил картинче, кушакпа хӗрарӑм — кӑмака таврашӗнче.Йытӑ
1881Йытӑпа кушак вӑрҫмасӑр ҫураҫмаҫҫӗ.Йытӑ
1882Йытӑпа кушак та килти выльӑх шутне кӗреҫҫӗ.Йытӑ
1883Йытӑпа кушак та юлташ.Йытӑ
1884Йытӑпа кушак типӗ тытмаҫҫӗ.Йытӑ
1885Йытӑпа кушакӑн та ячӗсем пур.Йытӑ
1880Йытӑпа ҫулӑхан — йӗм ҫурӑлать, пуянпа ҫулӑхан — пуҫ ҫурӑлать.Йытӑ
1886Йытӑран йытӑ ҫуралать, ыр ҫынтан ыр ҫын ҫуралать.Йытӑ
1887Йытӑран тилӗ тума ҫук.Йытӑ
1888Йытӑсем хушшинче йытӑллах вӗрес пулать.Йытӑ
1889Йытта ан вӑрҫтар, ҫыртса илӗ.Йытӑ
1890Йытта ан йӗкӗлте.Йытӑ
1891Йытта ачашла та, алран туя ан яр.Йытӑ
1892Йытта вӗрме сӑлтав кирлӗ.Йытӑ
1893Йытта йытӑ вилӗмӗ.Йытӑ
1895Йытта перӗн — хуҫине лектерӗн.Йытӑ
1894Йытта пӗр илентерсен хӗнесе те сивӗтеймӗн.Йытӑ
1896Йытта ҫын ячӗ хумаҫҫӗ.Йытӑ
1898Йытта та ирӗксӗр сунара илсе кайма ҫук.Йытӑ
1897Йытта тӗсне кура ят параҫҫӗ, ҫынна ӑсне кура хак параҫҫӗ.Йытӑ
1899Йытта хӗнес текен хуллине те тупать.Йытӑ
1900Йытта чуптусан та кушака чуптума юрамасть.Йытӑ